Чӑваш чӗлхи кунӗ ҫитиччен шутлӑ кунсем юлчӗҫ теме пулать — ӑна акан 25-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫакна шута илсе Чӑваш халӑх сайчӗ ҫӗнӗ открытка кӑларчӗ — чӑвашлӑхшӑн ҫунакансемшӗн вӑл кӑмӑла каясса шанатпӑр. Открыткӑна «СУМ» лавккара туянма пулать. Хакӗ ыттисен пекех — 20 тенкӗ.
Чӑваш чӗлхи кунӗ ячӗпе кӑларнӑ открыткӑра Геннадий Волковӑн сӑмахӗсене вырнаҫтартӑмӑр: «Чӑваш чӗлхи ... пирӗншӗн вӑл асаттесен пехилӗ, асаннесен кӗлли, пирӗншӗн вӑл вӑрман сулхӑнӗ, тӑп-тӑрӑ ҫӑлкуҫ шывӗ, пирӗншӗн вӑл чӗре таппи, чун хавалӗн чи ачаш хусканӑвӗсем, пирӗншӗн вӑл пурнӑҫ...»
«СУМ» лавккара ҫавӑн пекех ытти открыткӑсене, чӑвашла укҫа конверчӗ те туянма май пур. Ҫывӑх вӑхӑтра эпир Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе тата ҫуралнӑ кун ячӗпе парнелемелли чӑвашла открыткӑсем кӑларма шутлатпӑр.
Ака уйӑхӗн 15–30-мӗшӗсенче (ӑна, хутшӑнакансем ыйтнипе, ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗччен тӑсма тиврӗ) пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан Красноармейски шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литератури тата тӑван ен культури вӗрентекенсем В.М.Михайловпа З.П.Михайлова пуҫарнипе, Красноармейски район администрацийӗн вӗрентӳ пайӗ, Чӑваш Наци Конгресӗн Красноармейски районӗнчи уйрӑмӗ тата Чӑваш патшалӑх символӗсен авторӗн Э.М.Юрьев ӳнерҫӗн Красноармейски районӗнчи Кӗҫӗн Шетмӗ ялӗнчи музейӗ-картинӑсен галереййи йӗркеленипе республикӑмӑрти районсем хушшинче «Улӑп-2014: Эпир — Улӑп йӑхӗнчен!» уҫӑ инҫет вӑйӑ конкурс иртрӗ.
Ӑна Культура ҫулталӑкне, Чӑваш чӗлхи кунне, Раҫҫей тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ В.Е. Петров ҫуралнӑранпа 60 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Конкурса пурӗ 70 ытла ача ыйтса ҫырни ярса панӑ. Вӑйӑ конкурс ыйтӑвӗсене пур ача та ӑнӑҫлӑ хуравлама пултарнӑ. Ачасен ӗҫӗсенчи тӗп ҫитменлӗхсем ҫаксем: факт тата орфографи йӑнӑшӗсем, хуравсене вырӑсла ҫырни (ку вара вӑйӑ конкурс йӗркипе килӗшсе тӑмасть). Кунсӑр пуҫне пӗр пек тата йӗкӗреш хуравсем те пурччӗ (вӑйӑ конкурс ушкӑнпа хуравламалли маррисен йышши пулин те).
Чӑваш чӗлхи кунӗ умӗн И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУра «Чӑваш халӑхӗн йӑла-йӗрке поэзийӗ» конкурсӑн пӗтӗмлетӗвне тунӑ. Ӑна Раҫҫейри тата Чӑваш Енри Культура ҫулталӑкне халалланӑ.
РФ Патшалӑх Думин депутачӗн Алена Аршиновӑн парнисене ҫӗнсе илессишӗн нумай чӑваш ҫамрӑкӗ — 9–11-мӗш классенче вӗренекенсем (наци шкулӗсенчисем, вырӑс программипе вӗрентекен шкулсенчисем) — тупӑшнӑ. Ытти регион чӑвашӗсем те хутшӑннӑ.
Конкурсӑн ҫӗнтерӳҫисемпе призерӗсене И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУн акт залӗнче чысланӑ. Призерсен йышӗнче Элӗк район ачисем те пулнӑ. Элӗкри И.Я.Яковлев ячӗллӗ вӑтам шкулта вӗренекен Анна Платонова 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Мӑн Вылӑ шкулӗнче ӑс пухакан Арина Иванова та 3-мӗш вырӑна тухнӑ.
Мускаври чӑваш наци культурин автономийӗ Чӑваш Республикин РФ Президенчӗ ҫумӗнчи полномочиллӗ представителӗпе Леонид Волковпа пӗрле акан 25-мӗшӗнче, Чӑваш чӗлхи кунӗнче, митинг ирттернӗ.
Иван Яковлев Ваганьковӑри масар ҫинче ӗмӗрлӗх канлӗх тупнӑ. Ҫак кун тӳре-шара, Мускаври чӑвашсен общество организацийӗн ертӳҫисем, Патриархӑн тӑванӗсем унта пухӑннӑ.
Михаил Мельников протоиерей Иван Яковлев вил тӑпри патӗнче кӗлӗ вуланӑ. Леонид Волков тухса калаҫнӑ май Патриархӑмӑрӑн кун-ҫулӗ пирки те сӑмах тапратнӑ.
Иван Яковлев тӑванӗсен ятӗнчен РФ халӑх артистки, Патриархӑн мӑнукӗн мӑнукӗ Алла Борисовна Покровская тухса калаҫнӑ. Вӑл Полпредствӑна, Мускаври чӑвашсене Иван Яковлева хисепленӗшӗн, манманшӑн тав тунӑ.
«Ирӗклӗ сӑмах» пӗлтернӗ тӑрӑх ӗнер, Чӑваш патшалӑх символӗсен кунне уявланӑ май «Ирӗклӗх» пӗрлӗх республикӑн тӗп хулин урамӗсенче чӑваш ялавӗсене салатса ҫӳренӗ.
Ҫынсем ку акцине кӑмӑллӑнах хутшӑннӑ. Ҫав-ҫавах ялава алла илме килӗшмен пӗр хӗрарӑм та тупӑннӑ. Вӑл хирӗҫленӗ: «Украинӑри лару-тӑру 1980-мӗш ҫулсенче ҫакӑн пек пӗчӗк акцисенчен пуҫланнӑ та», — тенӗ.
«Ирӗклӗх» йӗркелӳҫисем хӑйсен ӗҫӗнче чӑваш халӑхӗнче наци туйӑмне аталантарас тата ҫирӗплетес; чӑваш чӗлхине, культурине, историне тата политикине ҫутатас; чӑваш халӑхӗн прависене хӳтӗлес; тӗрӗк тата финн-угр халӑхӗсемпе туслӑха ҫирӗплетес; чӑваш халӑхне пулӑшма пултаракан Раҫҫейри тата чикӗ леш енчи ытти халӑх пӗрлӗхӗсемпе ҫыхӑну йӗркелес тӗллевсем лартаҫҫӗ. Юстици министерстви вӗсен пӗрлӗхне официаллӑ майпа регистрацилеме килӗшмен.
«Ирӗклӗх» хальхи вӑхӑтра тата тепӗр акци ирттерет — лавккасемпе организацисенче «Кунта чӑвашла та калаҫатпӑр» ҫыпӑҫкӑч валеҫет. Ӑна акан 25-мӗшӗнче, Чӑваш чӗлхи кунӗнче пуҫланӑ.
Кӑҫал ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче иртнӗ Пӗтӗм чӑвашсен диктантне Культура ҫулталӑкне тата Чӑваш чӗлхи кунне халалланӑ. Ӑна йӗркелекенӗсем — Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ, ЧР Вӗренӳ институчӗ, «Хыпар» хаҫат, Чӑваш наци радиовӗ, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ тата И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ.
Кӑҫалхи диктант текстне поэт, тележурналист, ЧР Пашалӑх премийӗн лауреачӗ, ЧР ӳнерӗн тава тивӗҫлӗ деятелӗ Марина Карягина ҫырни пирки унчченех пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ.
ЧР Вӗренӳ министерстви малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, акцие кӑҫал хальлӗхе 800 ӗҫе тӗрӗсленӗ. Вӗсен йышӗнче — шкул ачисем, студентсем, артистсем, вулавӑш ӗҫченӗсем, журналистсем, чиновниксем. Диктанта куҫӑн мар майпа та ҫырма май пулнӑ (диктант тексчӗ Чӑваш наци радиовӗн тӳрӗ эфирӗнче, Наци телерадиокомпанийӗн официаллӑ сайтӗнче янӑранӑ), ҫавӑнпа хальлӗхе ку мелпе мӗн чухлӗ ҫын ҫырнине пӗлтермен-ха.
Пӗлтӗр, аса илтеретпӗр, Юрий Сементер хатӗрленӗ текста 2000 ытла ҫын ҫырнӑ. Гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх кӑҫал ку хисеп 3 пинрен иртнӗ.
Пӗтӗм вырӑс диктанчӗ те, Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ те пӗлтӗр республикӑра пӗрремӗш хут йӗркеленнӗ.
Чӑваш чӗлхи кунӗнче, ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин РФ Президенчӗ ҫумӗнчи полномочиллӗ представителӗ Леонид Волков хӑйӗн ӗҫ вырӑнӗнче тӗнче тетелӗ урлӑ чӑваш диктантне ҫырнӑ.
— Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен иститучӗ диктант ҫырмашкӑн чӗннине хаваспах йышӑнтӑм. Манӑн Мускавра пурӑнакан чылай юлташ шухӑшӗпе, чӑваш чӗлхи — тӗнчери чи илемлӗ чӗлхесенчен пӗри. Чӗлхене малалла аталанма ӑнӑҫу сунатӑп. Манӑн шухӑшпа, эпӗ ҫак акцие хутшӑнса чӑваш чӗлхин пуласлӑхӗшӗн сасӑлатӑп. Диктант тексчӗ орфографипе грамматика тӗлӗшӗнчен ҫӑмӑл мар пулин те маншӑн питӗ интереслӗ пулчӗ, — тенӗ Леонид Волков.
Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкарта Иван Яковлев палӑкӗ умӗнче Чӑваш чӗлхи кунне тата Яван Яковлевич ҫуралнӑранпа 166 ҫул ҫитнине халалланӑ митинг иртнӗ.
Кӑҫалхи уява ЧР Культура министрӗ Вадим Ефимова хутшӑннӑ. Вӑл тухса калаҫнӑ чухне Патриархӑмӑр чӑваш халӑхне ҫутта кӑларас, чӑваш чӗлхине тата культурине аталантарас ӗҫре пысӑк тӳпе хывнине палӑртнӑ. Митингра кӑҫал сумлӑ хӑнасем тата пулнӑ: ЧР вӗренӳ министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Светлана Петрова, Чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗ Петр Ивантаев, ЧР наци телерадиокомпанийӗн директорӗ Александр Магарин, «Хыпар» Издательство ҫурчӗн директорӗн-тӗп редакторӗн ҫумӗ Геннадий Максимов.
Мероприятире XV «Кӗмӗл сасӑ» фестивальте Гран-прие тивӗҫнӗ Сергей Лекеров юра шӑрантарнӑ, Шупашкарти 33-мӗш шкулта чӑваш чӗлхине вӗрентекен Ирина Диарова сӑвӑ вуланӑ. Ачасен «Еврокурав — 2013» конкурса хутшӑннӑ Анастасия Егоркина та юрланӑ.
Митинг вӗҫӗнче яланхи пекех Иван Яковлев палӑкӗ умне чечексем хунӑ. Ҫак кунах ЧР Культура министерствин ӗҫченӗсем Шупашкарти Яван Яковлев проспектӗнчи Яван Яковлев бюсчӗ умне те чечексем хунӑ.
Иртнӗ эрнекун Чӑваш наци радиовӗ хӑйӗн 5 ҫулхине паллӑ тунӑ. Унта хутшӑннӑ Чӑваш Ен Элтеперӗ асӑннӑ массӑллӑ информаци хатӗрӗн ӗҫне ҫавӑн пек пысӑк хак панӑ. «Наци радиовӗ тӗрлӗ жанрлӑ кӑларӑмсем хатӗрлесе итлекенсем патне наци историйӗн тата чӑваш халӑхӗн культурин мӗнпур пуянлӑхне халӑх патне илсе ҫитерет», — тенӗ вӑл. Кунсӑр пуҫне вӑл радиора «тухӑҫлӑ ушкӑн» ӗҫленине палӑртнӑ. Пӗр шухӑшлӑ асӑннӑ йыш радиожруналистикӑн чи лайӑх йӑлине аталантарса пырасса шаннине палӑртнӑ.
Наци радиовне 5 ҫул каялла, Чӑваш чӗлхи кунӗнче, ӗҫлеттерсе янӑ. Халӗ республика тулашӗнче те итлеме май пур. Уява информаци политикин министрӗ Валентина Андреева, финанс министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Светлана Енилина, Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов тата ыттисем хутшӑннӑ.
Радиовещанин продюсер центрӗн пуҫлӑхне Олег Прокопьева «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ» ят панӑ. Радиовещанин аслӑ сасӑ режиссерне Виктор Дмитриева Чӑваш Ен Элтеперӗн Тав хучӗпе тата сехетпе чысланӑ.
Сӑнсем (32)
Чӑваш кӗнеке издательстви Чӗмпӗр облаҫӗн Вӗренӳ министерстви, Чӗмпӗрти вӗренӳ тытӑмӗнчи ӗҫченсен квалификацие пысӑклатакан институт, Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑваш наци культурин автономийӗ чӗннипе регионсем хушшинче иртнӗ «Иван Яковлевӑн педагогика еткерӗ хальхи вӗренӳпе культура аспектӗнче» ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцине хутшӑннӑ.
Мероприятие Чӑваш чӗлхи кунне тата чӑваш халӑхӗн Ҫуттакӑларуҫи ҫуралнӑранпа 166 ҫул ҫитнине халалланӑ. Вӑл акан 25-мӗшӗнче Чӗмпӗрте иртнӗ.
Конференцие килнӗ регион тата муниципалитет органӗсен вӗренӳ управленийӗн ӗҫченӗсем, ертӳҫӗсемпе педагогсем, таврапӗлӳҫӗсем, музей тата культура учрежденийӗн ӗҫченӗсем валли Чӑваш кӗнеке издательстви курав йӗркеленӗ. Конференцие ҫитнисем чӑваш чӗлхипе тата литературипе, чӑваш халӑх культурипе хатӗрленӗ вӗренӳпе медодика литературипе кӑсӑкланнине палӑртмалла.
Экспозицире, паллах, Чӑваш кӗнеке издательстви Иван Яковлевӑн пилӗк чӗлхепе кӑларнӑ «Чӑваш халӑхне панӑ Халал» пысӑк вырӑн йышӑннӑ. Ҫавӑн пекех «Повествование о чувашах» (Е.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |